Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ йĕркеленĕ

Тивĕçлĕ йĕркеленĕ

Ĕнер Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый акционерсен «Прогресс» хупă обществинче çур аки ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.

Хуçалăхра хальхи вăхăтра хĕрсех уйсене сỹрелесси пырать. Ăна ĕнерхи кун 2409 гектар çинче йĕркеленĕ. Петр Колсанов, Валерий Охотин, Петр Доброхотов, Александр Антонов, Геннадий Куприянов, Виталий Димитриев, Александр Николаев, Сергей Муллин тата Дмитрий Марков механизаторсем çур акине пуçласа хутшăнмаççĕ, вĕсем шанса панă ĕçе кирек хăçан та тĕплĕ те пахалăхлă тума хăнăхнă.

Акционерсен обществинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1017 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене 1192 гектар акса хăвармалла.

Леонард Левый «Прогрессен» ĕçĕпе кăмăллă пулнăран, çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă хастарсене, производствăна çỹллĕ шайра йĕркеленĕ ертỹçĕпе специалистсене тав тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code